Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Тупаттăр (халап)


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Питтĕпел ялĕнче ĕлĕк Туйпаттăр ятлă пит пуян çын пурăннă. Пурте ăна хисепленĕ, пурте чысланă, вăл каланă сăмахсене пурте кăмăлтан итлесе-туса пынă. Пурăна киле çак Туйпаттăр питĕ хытă чирлерĕ, тет. Çапла чирлесе, аташса выртнă вăхăтра вăл виçĕ хура лаша кӳлнĕ лав лупашкаран тухнине курнă. Ун çинче пĕр çын ларса пынине курнă. Çак лав Туйпаттăр патне шăнкăравпа çитсе чарăнса Туйпаттăртан çапла ыйтрĕ тет: «Ялти ватăсене хупала кăшт самайрах пулсан çынсене чĕнтер те мана çапла-çапла павускапа пĕр çын курăнчĕ, çав çын мана ват çынсенчен хăйне пурăнма хĕвел тухăçĕпе кăнтăр енне, вăрман хушшине пурăнма ыйтрĕ тесе кала çынсене, — тенĕ. — Çакă эпĕ каланине тусан эсĕ вара часах чирĕнтен сывалăн», — тенĕ. Туйпаттăр вара ăнĕ кĕрсен ялти ватăсене пуçтарнă та: «Мана виç лашапа, павускапа пĕр çын курăнчĕ. Çав çын ял-йыш çыннисенчен хĕвел тухăç енпе кăнтăр хушшине хăйне пурăнма вырăн ыйтрĕ, — тенĕ. — Вăл мана çапла кăмăл туса вырăн парсан эпĕ сана чирӳнтен сыватăп терĕ», — тенĕ. Ялти ватăсем канашласан: «Çав лавлă çынна вырăн памасан вăл пирĕн çине çилленсе темĕскер инкек-синкек, вут-кăвар, мур ярě, тырă-пулă пулми пулĕ, — тенĕ. — Çавăнпа вăл çынна вырăн памасăр кӳрентериччен вырăн парсан авантарах пуль», — тесе канашларĕç тет.
    Тепĕр кун килсерен пашалу, юсман, пăтă пĕçерсе павускаллă çын ыйтнă вырăна карĕçĕ тет. Çав ыйтнă вырăна çитсен, илсе пынă апатсене шăлса тасатса хунă вырăна пуçтара-пуçтара, çĕлĕкĕсене хулпуççи айне хура-хура, ӳке-ӳке пуççапрĕçĕ тет: «Эй, çынсене ырăпа усал тăвакан Мăн Киремет, эсĕ Туйпаттăра юратса чирĕнчен сыватма пулнăскер, пире те ял-йышпа хĕн-хурсăр пурăнма пар; ырлăх-сывлăх пар ача-пăчасене; вутран-кавартан, вăрă-хурахран, инкек-синкекрен эсĕ сыхла!» — тенĕ.
    
    1913 ç. Самар облаçěнчи Похвиçне районěнчи Кив Канккелне Н. Богданов çырса илнě. — I, 246, 383-386 с.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки